Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вӑл тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, тинӗс хӗрринчи ҫуртра, хӑна пулса пурӑнать. Петр сана та, кил-йышна та ҫӑлӑнӑҫ сӑмахӗсем калӗ». Вара Петр вӗсене чӗнсе кӗртнӗ те хӑна тунӑ. Тепӗр кунне, тӑрсанах, Петр ҫав ҫынсемпе кайнӑ. Иоппири хӑш-пӗр ӗненекен тӑвансем те вӗсемпе пӗрле кайнӑ. «Пӗлетӗр ӗнтӗ, – тенӗ вӗсене Петр, – пирӗн саккунпа иудейӑн ют халӑх ҫыннипе хутшӑнма та, унӑн кил-ҫуртне кӗме те юрамасть. Анчах та Турӑ мана пӗр ҫынна та ирсӗре е таса мара хума юраманнине уҫса пачӗ. Халӗ вара Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. Вӑл тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, тинӗс хӗрринчи ҫуртра, хӑна пулса пурӑнать. Вӑл килсе сана каласа парӗ“.
Выбор основного перевода