Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Эпӗ Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ вӑл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вӗрентсе ӳстернӗ. Эпӗ те сирнешкелех мӑн асаттемӗрсен саккунне тӗрӗс тытса пыракан, Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын. Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене эпӗ хам та вӗлересле хӗсӗрлерӗм; арҫынӗсене те, хӗрарӑмӗсене те тытса ҫыхса тӗрмене хуптартӑм. Ку чӑнах ҫапла пулнине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Мана вӗсем Дамаскри тӑвансем валли ҫыру та ҫырса парса янӑччӗ. Вара эпӗ, унта ӗненекенсене сӑнчӑрласа Иерусалима асаплантарма илсе килес тесе, ҫула тухрӑм. Хайхи Дамаскалла ҫывхарса пынӑ чухне, кӑнтӑрла тӗлӗнче, сасартӑк тӳперен ман тӗле куҫа шартармалла ҫутӑ анчӗ. Эпӗ ҫӗре ӳкрӗм те хама калакан сасса илтрӗм. „Савл, Савл! – терӗ ҫав сасӑ. – Мӗншӗн эсӗ Мана хӗсӗрлетӗн?“ Эпӗ Ӑна хирӗҫ: „Кам пултӑн Эсӗ?“ – терӗм. Вара Вӑл мана ҫапла каларӗ: „Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Назорей Иисус“. Манпа пӗрле пыракансем ҫутта курсан хӑраса ӳкнӗ пулнӑ, анчах та манпа Калаҫаканӑн сассине илтмен. „Турӑҫӑм! – терӗм эпӗ ҫавӑн чухне. – Мӗн тӑвас-ха манӑн?“ „Тӑр та Дамаска кай, – тавӑрчӗ мана Хуҫамӑр, – хӑвна мӗн тума пӳрнине унта сана йӑлтах калӗҫ“. Дамаска мана хампа пӗрле пыракансем алран ҫавӑтса илсе пычӗҫ, мӗншӗн тесен ҫав ҫутӑ хӑвачӗпе эпӗ куҫсӑр пулса ларнӑччӗ. Унта ман патӑма пӗр Анания ятлӑ ҫын пычӗ. Моисей саккунне ҫирӗп тытса пурӑннӑран ӑна Дамаскри иудейсем пурте питӗ хисепленӗ. Анания ман ума пырса тӑчӗ те каларӗ: „Савл тӑванӑм! Куракан пул!“ Эпӗ ҫав самантрах ӑна куртӑм. Унта ман патӑма пӗр Анания ятлӑ ҫын пычӗ. Моисей саккунне ҫирӗп тытса пурӑннӑран ӑна Дамаскри иудейсем пурте питӗ хисепленӗ. Анания ман ума пырса тӑчӗ те каларӗ: „Савл тӑванӑм! Куракан пул!“ Эпӗ ҫав самантрах ӑна куртӑм. Вара вӑл мана каларӗ: „Мӑн асаттемӗрсен Турри Хӑй ирӗкне пӗлтерес тесе, Тӳрӗ Христоса кӑтартас тесе, Хӑйӗн ҫӑварӗнчен тухакан сӑмаха итлеттерес тесе сана малтанах суйласа илнӗ. Мӗншӗн тесен эсӗ пур ҫын умӗнче те Ун ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерӗн, ху мӗн курни-илтни ҫинчен каласа параканӗ пулӑн. Ҫапла ӗнтӗ, мӗншӗн вӑраха яратӑн? Халех тӑр та Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва кӗрсе ҫылӑхусенчен тасал“. Унтан, Иерусалима тавӑрӑнсан, Турӑ Ҫуртӗнче кӗлтунӑ чухне эпӗ питӗ хавхаланса кайрӑм. Вара Ӑна куртӑм. „Часрах Иерусалимран тухса кай, – терӗ Вӑл мана, – мӗншӗн тесен эсӗ Ман ҫинчен ҫирӗплетсе каланине кунтисем йышӑнмӗҫ“. „Турӑҫӑм! – терӗм вара эпӗ. – Сана ӗненекенсене эпӗ тӗрмене хуптарнине, синагогӑсенче епле хӗненине вӗсем пӗлсе тӑраҫҫӗ-ҫке. Сан ҫинчен ҫирӗплетсе калакан Стефан юнне тӑкнӑ чухне эпӗ хам та, ӑна вӗлернине ырласа, хӗнекенсен тумтирӗсене сыхласа унтах тӑтӑм“. Вара Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: „Каях, Эпӗ сана инҫене, урӑх халӑхсем патне яратӑп“». Чӑн та, Назорей Иисус вӗрентӗвне хирӗҫ тӑма манӑн хамӑн та нумай тӑрӑшмалла-ха тесе шухӑшлаттӑм. Иерусалимра эпӗ ҫав ӗҫе туса пурӑнтӑм та: аслӑ священниксем панӑ ирӗкпе усӑ курса нумай ӗненекене тӗрмене хуптартӑм, вӗсене вӗлернӗ чухне те эпӗ вӗлерекенсем майлӑ пултӑм. Эпӗ вӗсене синагогӑран синагогӑна ҫӳресе асаплантараттӑм, Иисуса хурлама ирӗксӗрлеттӗм. Ӗненекенсем ҫине ҫиллӗм тулса ҫитнипе эпӗ вӗсене ытти хуласене кайса та хӗсӗрлеттӗм. Аслӑ священниксен ирӗкӗпе тата вӗсем хушнипе эпӗ Дамаска та ҫав тӗллевпех тухса кайрӑм. Эй, патша! Ҫул ҫинче чухне, кӑнтӑрлапа, мана тӳперен хӗвел ҫутинчен те ялтӑрарах ҫутӑ курӑнчӗ. Манӑн хамӑн та, пӗрле пыракансен те куҫ шарсах кайрӗ. Эпир пурте ҫӗре ӳкрӗмӗр. Вара мана еврейла калаҫакан сасӑ илтӗнчӗ. „Эй, Савл, Савл, – терӗ ҫав сасӑ, – эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн? Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ“. Эпӗ вара ыйтрӑм: „Кам пултӑн Эсӗ?“ „Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус, – тавӑрчӗ Вӑл. – Ӗнтӗ халӗ уру ҫине тӑрах; эсӗ халӗ ху мӗн курнине тата Эпӗ сана мӗн пӗлтерессине каласа кӑтартакан, ҫавӑншӑн ӗҫлесе тӑракан пулӑн. Ҫавӑнпа Эпӗ сана курӑнтӑм та. Эпӗ сана иудейсемпе урӑх халӑх ҫыннисем пӗтересрен упраса хӑварса, халӗ сана ҫавсем патнех яратӑп. Мана ӗненнипе вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнмалла пулччӑр тесе, сӑвапласа тасатнисемпе пӗр шӑпаллӑ пулччӑр тесе эсӗ вӗсен куҫӗсене уҫӑн. Вӗсене шуйттан аллинчен хӑтарса Турӑ аллине парӑн, тӗттӗмлӗхрен ҫутта илсе тухӑн“. Эй, Агриппа патша! Ҫавӑнпа эпӗ тӳперен курӑннине итлемесӗр тӑма пултараймарӑм. Эпӗ чӑн малтанах Дамаскпа Иерусалимра пултӑм. Унтан пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи ҫынсене тата ытти халӑхсене ӳкӗнсе Турӑ енне ҫавӑрӑнма, ӳкӗнӗҫе тивӗҫлӗ ӗҫсем тума вӗрентсе ҫӳрерӗм. Савл килрен-киле ҫӳренӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ. Ҫапла вӑл ӗненекен ушкӑна тӗп тума тӑрӑшнӑ.
Выбор основного перевода