Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Стефана вӗлернине Савл ырланӑ. Ҫав кунсенче Иерусалимри ӗненекен ушкӑна питӗ хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Апостолсемсӗр пуҫне ытти ӗненекенсем пурте Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене тарса, сапаланса пӗтнӗ. Савл килрен-киле ҫӳренӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ. Ҫапла вӑл ӗненекен ушкӑна тӗп тума тӑрӑшнӑ. Хуҫамӑрӑн вӗренекенӗсене чун-чӗререн курайманнипе, вӗлерме те хатӗр пулнипе Савл аслӑ священник патне пынӑ. Кунта та вӑл аслӑ священниксенчен ҫыру илсе килнӗ. Ҫав хут тӑрӑх, Санӑн ятна асӑнакансене тытса ҫыхмашкӑн унӑн ирӗк пур». Иерусалимра эпӗ ҫав ӗҫе туса пурӑнтӑм та: аслӑ священниксем панӑ ирӗкпе усӑ курса нумай ӗненекене тӗрмене хуптартӑм, вӗсене вӗлернӗ чухне те эпӗ вӗлерекенсем майлӑ пултӑм. Эпӗ иудей тӗнне тытса тӑнӑ чухне еплерех пурӑнни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ: эпӗ, Туррӑн Чиркӗвне пӗтерес тесе, ӗненекенсене хаяррӑн хӗсӗрлеттӗм. Вӗсем хӑйсене малтан хӗсӗрлекен, ӗненӗве пӗтерес текен ҫын халӗ хӑй ҫав тӗне вӗрентсе ҫӳрет тенине кӑна илтнӗ.
Выбор основного перевода