Вӗренекенсем йышлансах пынӑ. Грекланнӑ еврейсем ҫав кунсенче Иудейӑри еврейсене ӳпкелешме пуҫланӑ. Кулленхи пая валеҫнӗ чухне пирӗн тӑлӑх арӑмсене кӳрентеретӗр тенӗ вӗсем.
Вара Петр вӗсене чӗнсе кӗртнӗ те хӑна тунӑ. Тепӗр кунне, тӑрсанах, Петр ҫав ҫынсемпе кайнӑ. Иоппири хӑш-пӗр ӗненекен тӑвансем те вӗсемпе пӗрле кайнӑ.