Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ. Кӗлтуса пӗтерсенех вӗсем пухӑнса тӑнӑ вырӑн чӗтренсе кайнӑ. Вара пурин те чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пурте Турӑ сӑмахне хӑюллӑнах вӗрентсе ҫӳренӗ. Петрпа Иоанн вӗсем ҫине аллисене хурсан тин вӗсен чун-чӗрисем Святой Сывлӑшпа тулнӑ. Унта ман патӑма пӗр Анания ятлӑ ҫын пычӗ. Моисей саккунне ҫирӗп тытса пурӑннӑран ӑна Дамаскри иудейсем пурте питӗ хисепленӗ. Анания ман ума пырса тӑчӗ те каларӗ: „Савл тӑванӑм! Куракан пул!“ Эпӗ ҫав самантрах ӑна куртӑм. Унта ман патӑма пӗр Анания ятлӑ ҫын пычӗ. Моисей саккунне ҫирӗп тытса пурӑннӑран ӑна Дамаскри иудейсем пурте питӗ хисепленӗ. Анания ман ума пырса тӑчӗ те каларӗ: „Савл тӑванӑм! Куракан пул!“ Эпӗ ҫав самантрах ӑна куртӑм.
Выбор основного перевода