Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна: «Тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай» – тенӗ. Анчах та Петр ҫапла каланӑ: «Ылтӑнӑм та, кӗмӗлӗм те ҫук манӑн, мӗн пуррине сана паратӑп: Иисус Христос Назорей ячӗпе тӑр та утса ҫӳре!» Иисус ятне ӗненни ҫак эсир куракан, пӗлекен ҫынна тӗреклӗх пачӗ. Иисус панӑ ӗненӳ ӑна сирӗн куҫӑр умӗнчех сыватрӗ. Израиль халӑхӗ те, эсир те пӗлсе тӑрӑр: вӑл Иисус Христос Назорей ячӗпе сывалчӗ, ӑна Иисус сирӗн ума сывӑ тӑмалла турӗ. Эсир Иисуса пӑталарӑр, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ.
Выбор основного перевода