Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Тепӗр кун ирхине хӑш-пӗр иудейсем пуҫтарӑннӑ та Павела вӗлерме кавар тунӑ, ӑна вӗлермесӗр ӗҫместпӗр те, ҫиместпӗр те тесе тупа тунӑ. Ҫапла тупа тӑвакансем хӗрӗхӗн ытла пулнӑ. Вӗсем аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем патне пырса ҫапла каланӑ: «Эпир Павела вӗлермесӗр нимӗн те ҫиместпӗр тесе тупа турӑмӑр. Ҫапла вара эсир, синедрионра ларакансемпе пӗрле, унӑн ӗҫӗпе тӗплӗнрех паллашас йӳтӗмпе ӑна ыран хӑвӑр патӑра кӑларттарӑр. Ҫакна тума пинпӗве паянах пӗлтерсе хурӑр. Эпир вара малтанах хатӗрленсе тӑрӑпӑр та ӑна кунта ҫитичченех вӗлерӗпӗр». Ҫак кавар пирки Павел аппӑшӗн ывӑлӗ илтнӗ. Вара кайнӑ та, крепоҫе кӗрсе, ҫакӑн ҫинчен Павела систернӗ. Павел ҫӗрпӳсенчен пӗрне чӗнсе илтернӗ те ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫак ачана пинпӳ патне ертсе кайӑр-ха, унӑн ӑна темскер каламалли пур». Лешӗ ачана пинпӳ патне илсе пынӑ та: «Тӗрмере ларакан Павел мана чӗнтерчӗ те ҫак ачана сан патна ертсе килме ыйтрӗ. Унӑн сана темскер каламалли пур», – тенӗ. Пинпӳ, ачана аллинчен ҫавӑтса, аяккарах пӑрӑннӑ та: «Санӑн мана мӗн каламалли пур?» – тесе ыйтнӑ. Ачи вара ҫакӑн пек хуравланӑ: «Иудейсен пуҫлӑхӗсем сана ыран Павела синедриона илсе пыртарасшӑн. Унӑн ӗҫӗпе тӗплӗнрех паллашас йӳтӗмпе вӗсем ҫакӑн пирки калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ. Анчах та эсӗ вӗсене ан итле, мӗншӗн тесен ӑна вӗлерме хӗрӗх ҫынран та ытларах сыхласа лараҫҫӗ. Вӗсем Павела вӗлермесӗр ӗҫместпӗр те, ҫиместпӗр те тесе тупа тунӑ. Халӗ вӗсем, эсӗ хушасса кӗтсе, хатӗр тӑраҫҫӗ». «Ху мана ҫакна каласа кӑтартнине никама та ан шарла», – тесе пинпӳ ачана кӑларса янӑ. Вара, икӗ ҫӗрпӗве чӗнсе илсе, ҫапла хушнӑ: «Ик ҫӗр салтак, ҫитмӗл юланут тата ик ҫӗр ухӑҫӑ хатӗрлӗр. Каҫхине тӑхӑр сехетсенче вӗсен Кесарине каймалла. Павела Феликс аслӑ пуҫлӑх патне леҫмешкӗн ашаксем те хатӗрлӗр». Унтан вӑл ҫакӑн пек ҫыру ҫырса панӑ: «Эпӗ, Клавдий Лисий, хисеплӗрен те хисеплӗ Феликс пуҫлӑха салам яратӑп. Ҫак ҫынна иудейсем тытнӑ та вӗлермех хатӗрленнӗччӗ. Анчах та эпӗ, вӑл Рим гражданинӗ пулнине пӗлсен, хамӑн салтаксемпе пытӑм та ӑна туртса илтӗм. Унтан, мӗншӗн айӑпланине пӗлес тесе, ӑна иудейсен синедрионне илсе пытӑм. Вара ҫакна пӗлтӗм: вӗсем ӑна хӑйсен Моисей саккунӗ пирки тавлашнӑшӑн айӑплаҫҫӗ иккен. Анчах та вӗлермешкӗн е тӗрмене хупмашкӑн унӑн нимӗнле айӑп та ҫук. «Пирӗншӗн ырӑ ӗҫ тусам, Павела Иерусалима чӗнтерсе илсем», – тесе тархасланӑ. Хӑйсем вара Павела ҫул ҫинче вӗлерме усал шухӑш тытнӑ.
Выбор основного перевода