Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Мӗн тумалла ку ҫынсемпе? – калаҫнӑ вӗсем. – Иерусалимра пурӑнакансем ӗнтӗ пурте вӗсем чӑн-чӑн тӗлӗнмелле ӗҫ тунине пӗлеҫҫӗ. Пулнӑ япалана эпир пулман тесе калаймӑпӑр. Вӑл ҫӗре ӳкнӗ. Унтан ӑна: «Эй, Савл, Савл! Эсӗ мӗншӗн Мана хӗсӗрлетӗн?» – текен сасӑ илтӗннӗ. Вӑл тӳрех синагогӑсенче Иисус вӑл – Турӑ Ывӑлӗ тесе вӗрентме пуҫланӑ. Савлӑн ӗненӗвӗ ҫирӗпленнӗҫемӗн ҫирӗпленсе пынӑ. Вӑл ҫине тӑрсах Иисус – Турӑ Суйласа илни тесе вӗрентнӗ, Дамаскри иудейсем ӑна нимӗнпе те хирӗҫлеме пултарайман. Ҫакӑн ҫинчен Иерусалимри ӗненекен ушкӑна та хыпар ҫитнӗ. Вара ӗненекенсем Варнавӑна Антиохине кайма хушнӑ. Турӑ тивлетне хӑй куҫӗпе хӑй ҫитсе курсан вӑл питӗ хӗпӗртенӗ. Вара Варнава пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа Хуҫамӑра пӑхӑнса тӑма ӳкӗтленӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Унӑн чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тата ӗненӳпе тулнӑ пулнӑ. Варнавӑна пула чылай халӑх Хуҫамӑр енне ҫавӑрӑннӑ. Каярахпа Варнава Савла шырама Тарс хулине кайнӑ, шыраса тупсан ӑна Антиохине илсе пынӑ. Вара вӗсем ҫулталӑкӗпех Антиохири ӗненекен ушкӑнра нумай-нумай ҫынна Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. Антиохири вӗренекенсене чи малтан христиансем тесе калама пуҫланӑ. Антиохире, унти ӗненекен ушкӑнра, хӑшӗ-хӑшӗ пророксем, вӗрентекенсем пулнӑ: Варнавӑпа Нигер текен Симеон, Киринея ҫынни Луций, Ирод пуҫлӑхпа пӗрле пӑхса ӳстернӗ Манаил тата Савл. Эпӗ ҫӗре ӳкрӗм те хама калакан сасса илтрӗм. „Савл, Савл! – терӗ ҫав сасӑ. – Мӗншӗн эсӗ Мана хӗсӗрлетӗн?“ Эпир пурте ҫӗре ӳкрӗмӗр. Вара мана еврейла калаҫакан сасӑ илтӗнчӗ. „Эй, Савл, Савл, – терӗ ҫав сасӑ, – эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн? Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ“. Эпӗ апостол мар-им? Ирӗклӗ мар-им? Иисус Христоса, хамӑр Хуҫамӑра, хам куҫпа хам курман-им? Сире Христоспа пӗрлӗхлӗ тӑваканни эпӗ мар-им? Юлашкинчен вара Вӑл мана, юрӑхсӑра, курӑнчӗ.
Выбор основного перевода