Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Анчах та хӑшӗ-пӗрисем ӗненмен. Вӗсем ҫиллисене ниҫта шӑнӑҫтараймасӑр Хуҫа Туррӑмӑрӑн ҫулне халӑх умӗнчех хурла пуҫланӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗренекенӗсене хӑйпе пӗрле илсе унтан пӑрахса кайнӑ, Тиранн ятлӑ ҫыннӑн училищинче вӗсене куллен ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Анчах та эпӗ пӗр япала пирки тунмастӑп. Эпӗ чӑнах та хама айӑплакансем тӗрӗс мар ӗненӳ текен вӗрентӗве тытса пыратӑп. Ҫав вӗрентӳ тӑрӑх эпӗ Моисей саккунӗнче ҫырнине тата пророксем каланине пӗтӗмпех ӗненсе тӑрса, мӑн асаттемӗрсен Турришӗн тӑрӑшатӑп. Акӑ, эпир Унран Хӑйӗнчен илтнине сире хыпарлатпӑр: «Турӑ вӑл – ҫутӑлӑх, Унра нимӗнле тӗттӗмлӗх те ҫук». Юлашкинчен вара Вӑл мана, юрӑхсӑра, курӑнчӗ. Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.
Выбор основного перевода