Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ. Вара унӑн сӑмахне хапӑлласа йышӑннисем тӗне кӗнӗ, ҫав кун тепӗр виҫӗ пин ӗненекене яхӑн хутшӑннӑ. Стефана вӗлернине Савл ырланӑ. Ҫав кунсенче Иерусалимри ӗненекен ушкӑна питӗ хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Апостолсемсӗр пуҫне ытти ӗненекенсем пурте Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене тарса, сапаланса пӗтнӗ. Урӑх халӑх ҫыннисем те Турӑ сӑмахне йышӑннине Иудейӑри апостолсемпе ӗненекен тӑвансем илтнӗ. Вара, Петр Иерусалима пырсан, ӳт кастарнисем ӑна ӳпкелеме тытӑннӑ. «Эсӗ ӳт кастарманнисемпе хутшӑнтӑн, вӗсемпе пӗрле ӗҫсе ҫирӗн», – тенӗ вӗсем. Петр вӗсене мӗн пулса иртнине йӗркипе ӑнлантарса пама пуҫланӑ: «Эпӗ Иоппи хулинче кӗлтӑваттӑм. Ҫавӑн чухне тӑнран кайнӑ пек пултӑм. Сасартӑк тӳперен тӑватӑ кӗтессинчен ҫыхнӑ сарлака пир евӗрлӗ темӗнле япала аннине куртӑм. Вӑл ман тӗлех анчӗ. Эпӗ ун ӑшне сӑнарах пӑхрӑм та унта ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ураллӑ чӗр чунсем, тискер кайӑксем, ҫӗлен-калтасем, вӗҫен кайӑксем пуррине асӑрхарӑм. Унтан мана „Петр, тӑр та ҫаксене пусса ҫи“ текен сасӑ илтӗнчӗ. „Ҫук-ҫук, Турӑҫӑм! – терӗм вара эпӗ. – Ирсӗррине, таса маррине эпӗ нихӑҫан та нимӗн те ҫимен“. „Турӑ тасатнине эсӗ таса мара ан хур“, – терӗ вара мана сасӑ тепӗр хут. Виҫӗ хут ҫапла пулчӗ, унтан каллех пӗтӗмпе пӗлӗте ҫӗкленсе кайрӗ. Шӑп ҫав самантра эпӗ пурӑнакан ҫурт умне Кесарирен ман патӑма янӑ виҫӗ ҫын пырса та тӑнӑ. Сывлӑш мана пӗр иккӗленмесӗрех вӗсемпе пӗрле кайма хушрӗ. Ҫак ӗненекен ултӑ тӑванӑм та манпа пӗрле пулчӗҫ, эпир вара хама чӗннӗ ҫын килне кайрӑмӑр. Вӑл пире хӑй килӗнчех святой ангела курни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Курӑнсассӑн ангел ҫапла каланӑ пулнӑ: „Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. Вӑл сана сӑмахсем калӗ, ҫав сӑмахсемпе ху та, пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ“. Кайран, эпӗ калаҫа пуҫласан, маларах хамӑр ҫине аннӑ пекех, вӗсем ҫине те Святой Сывлӑш анчӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ Хуҫамӑр сӑмахне аса илтӗм. „Иоанн шывпа тӗне кӗртнӗ, сире вара Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртӗҫ“, – тенӗччӗ Вӑл. Ҫапла ӗнтӗ пире, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненекенсене, панӑ тивлетех Турӑ вӗсене те парать пулсан, Турра чӑрмав тума камах вара эпӗ?» Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ. «Чӗрӗлӗх илмешкӗн Турӑ урӑх халӑхсене те ӳкӗнмелле тунӑ курӑнать», – тенӗ вара вӗсем Турра мухтаса. Стефана вӗлернӗ вӑхӑтранпах хӗсӗрленӗ пирки тарса-саланса кайнӑ ӗненекенсем Финики таранах, Кипрпа Антиохи таранах ҫитнӗ. Вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсемсӗр пуҫне урӑх никама та вӗрентмен. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Кипрпа Киринея ҫыннисем пулнӑ. Антиохине пырсан ҫавсем Иисус Хуҫамӑрӑн Ырӑ Хыпарне грексене те каласа кӑтартнӑ. Хуҫа Турӑ вӗсене хӑват парса тӑнӑран питӗ нумай ҫын, ӗненме пуҫласа, Турӑ енне ҫавӑрӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен Иерусалимри ӗненекен ушкӑна та хыпар ҫитнӗ. Вара ӗненекенсем Варнавӑна Антиохине кайма хушнӑ. Турӑ тивлетне хӑй куҫӗпе хӑй ҫитсе курсан вӑл питӗ хӗпӗртенӗ. Вара Варнава пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа Хуҫамӑра пӑхӑнса тӑма ӳкӗтленӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Унӑн чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тата ӗненӳпе тулнӑ пулнӑ. Варнавӑна пула чылай халӑх Хуҫамӑр енне ҫавӑрӑннӑ. Каярахпа Варнава Савла шырама Тарс хулине кайнӑ, шыраса тупсан ӑна Антиохине илсе пынӑ. Вара вӗсем ҫулталӑкӗпех Антиохири ӗненекен ушкӑнра нумай-нумай ҫынна Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. Антиохири вӗренекенсене чи малтан христиансем тесе калама пуҫланӑ. Ҫапла чиркӗве ҫӳрекенсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленсех пынӑ, ӗненекенсен йышӗ куллен ӳснӗҫемӗн ӳснӗ. Ҫапла вара, сирӗн пӗр-пӗрне Христос вӗрентнӗ пек хавхалантарасси, юратса лӑплантарасси, пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн пурӑнасси, пӗр-пӗрне хӗрхенесси, пӗр-пӗриншӗн пӑшӑрханасси пур-и? Эппин, пӗрешкел ӗмӗтлӗ, пӗрешкел юратуллӑ, пӗрешкел шухӑш-кӑмӑллӑ пулса мана татах савӑнтарӑр. Ҫавӑнпа та пирӗн, кисренмен Патшалӑха тивӗҫлисен, пархатарлӑ пулмалла. Ҫав пархатарпа Турра юрӑхлӑн, чунтан хисеплесе те хӑраса Турӑшӑн тӑрӑшар.
Выбор основного перевода