Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Калатӑп сире: ҫавнашкалах тӳпере те, ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗнсен, уншӑн ӳкӗнме те кирлӗ мар тӑхӑр вун тӑхӑр тӳрӗ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ». Налук пухаканӗ кӑна пуҫне ҫӗклеме те хӑяймасӑр аякра тӑнӑ. Вӑл хуҫӑк кӑмӑлпа каланӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Хӗрхен мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“ «Эпӗ Киликири пурте пӗлекен Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ Павел. – Тархасшӑн, халӑх умӗнче сӑмах калама ирӗк парсам мана». «Эпӗ Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ вӑл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вӗрентсе ӳстернӗ. Эпӗ те сирнешкелех мӑн асаттемӗрсен саккунне тӗрӗс тытса пыракан, Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын.
Выбор основного перевода