Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Мӗн пӗлетӗп-ха? Мана тӗрме тата хуйхӑ кӗтни ҫинчен Святой Сывлӑш кашни хуларах асӑрхаттарать. Пирӗн пата кӗрсен вӑл Павел пиҫиххине илчӗ те хӑйӗн алли-урине ҫыхса лартрӗ. «Мана Святой Сывлӑш ҫапла калать, – терӗ вӑл унтан. – Ҫак пиҫиххи камӑн, ҫавна иудейсем Иерусалимра ҫапла тытса ҫыхӗҫ те урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ». Вара ҫакна пӗлтӗм: вӗсем ӑна хӑйсен Моисей саккунӗ пирки тавлашнӑшӑн айӑплаҫҫӗ иккен. Анчах та вӗлермешкӗн е тӗрмене хупмашкӑн унӑн нимӗнле айӑп та ҫук. Вӗсем Христос тарҫисем-и? Ӑссӑрла калатӑп: эпӗ тарҫӑран та тарҫӑрах. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, пайтах патак ҫирӗм, тӗрмесенче нумайрах лартӑм, тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн пултӑм. Иудейсем мана пилӗк хутчен чӗн пушӑпа вӑтӑр тӑхӑр хут ҫаптарчӗҫ. Виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ. Пӗррехинче кӑшт кӑна чулпа пере-пере вӗлеретчӗҫ. Виҫӗ хутчен караппа путма тӑтӑм, талӑка яхӑн мана тинӗс хумӗсем лӑскарӗҫ. Эпӗ нумай ҫул ҫӳрерӗм, нумай хура-шур куртӑм: юхан шывсем ҫинче те, вӑрӑ-хурахсенчен те, хамӑр халӑх ҫыннисенчен те, ытти халӑх ҫыннисенчен те, хулара та, пуш хирте те, тинӗсре те, суя тӑвансенчен те. Кун-ҫулӑм халтан кайиччен ӗҫлесе, ҫывӑрнӑ-ҫывӑрман, ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен иртрӗ; выҫӑпа, сивӗпе, тумтирсӗр пӗрре мар аптӑрарӑм. Тем те пӗр курнисӗр-тӳснисӗр пуҫне, ман патӑмра тата куллен халӑх, манӑн мӗн пур ӗненекен ушкӑншӑн та тӑрӑшмалла.
Выбор основного перевода