Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ. Петр ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ хушӑрах вӑл вӗрентнине итлесе тӑракан мӗн пур ҫын ҫине Святой Сывлӑш аннӑ. Кайран, эпӗ калаҫа пуҫласан, маларах хамӑр ҫине аннӑ пекех, вӗсем ҫине те Святой Сывлӑш анчӗ. Петр ҫаплах курӑну пирки шухӑшласа тӑнӑ. Ҫав хушӑра Сывлӑш ӑна каланӑ: «Симон, сана виҫҫӗн шыраҫҫӗ, тӑр та вӗсем патне ан. Вӗсемпе пӗрле ним иккӗленмесӗрех кай, мӗншӗн тесен вӗсене Эпӗ ятӑм». Анчах та эпӗ ниме те пӑхса тӑмастӑп, пурнӑҫӑма шеллеместӗп, Иисус Хуҫамӑр хама шанса панӑ ӗҫӗме – Турӑ тивлечӗллӗ Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентессине – вӗҫне ҫити хавасланса туса тӑраясчӗ кӑна.
Выбор основного перевода