Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Антиохине тавӑрӑнсан апостолсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. Тек эсир мана кураяс ҫук тесе каланӑ Павелӑн сӑмахӗсем вӗсен чунӗсене уйрӑммӑнах хытӑ пырса тивнӗ. Кайран вӗсем ӑна карап патне ҫитичченех ӑсатса янӑ. Испание кайма тухсанах сирӗн патӑра ҫитсе курӑп. Ҫула май сирӗнпе курнӑҫасса шанатӑп. Сирӗнпе пӗр вӑхӑт кӑмӑл туличчен калаҫсан эсир мана малалла кайма пулӑшасса та шанатӑп. Пӗр вӑхӑт эпӗ сирӗн патӑрта пурӑнасшӑн, тен, хӗл каҫӑп та, кайран вара эсир мана каяс ҫӗре ӑсатса ярӑр. Ҫавӑнпа та сирӗн хушшӑрта ун ҫине ҫӳлтен пӑхакан ан пултӑр. Ман патӑма тавӑрӑнмашкӑн ӑна эсир кӑмӑллӑн ҫула пуҫтарӑр. Эпӗ ӑна кунта ӗненекен тӑванӑмсемпе пӗрле кӗтетӗп.
Выбор основного перевода