Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Святой Сывлӑш янӑ ҫак икӗ апостол Селевкине ҫитнӗ, унтан шывпа ишсе Кипра кайнӑ. Пафран ишсе кайсан Павелпа юлташӗсем Памфилири Пергине ҫитнӗ. Иоанн вара вӗсенчен уйӑрӑлса Иерусалима тавӑрӑннӑ. Кусем Пергирен тата малалла, Писидири Антиохине ҫитичченех, кайнӑ. Шӑмат кун вӗсем синагогӑна кӗрсе ларнӑ. Ури ҫумӗнчи тусанне вӗсен еннелле силлесе хӑварса, апостолсем Иконие кайнӑ. Павелпа Варнава Иконире те иудейсен синагогине кӗнӗ. Вӗсем ҫав тери хавхаланса вӗрентнӗрен питӗ нумай иудейпа грек ӗненме тытӑннӑ. Ҫавна пӗлсен апостолсем Ликаони тӑрӑхӗнчи Листрӑпа Дерви ятлӑ хуласене, вӗсен таврашӗнчи ҫӗрсене тухса кайнӑ. Пергире Хуҫамӑрӑн сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем Атталине аннӑ. Атталирен апостолсем шывпа ишсе каялла Антиохине тавӑрӑннӑ. Шӑпах ҫакӑнта вӗсене Турӑ тивлечӗпе ӗҫ шанса панӑ пулнӑ, ҫав ӗҫе ӗнтӗ вӗсем пурнӑҫланӑ. Шуйттан сире илӗртсе улталасран, хамӑр тӑрӑшса ӗҫлени харама каясран эпӗ шиклентӗм. Ҫавӑнпа та, ырана хӑвармасӑр, сирӗн ӗненӗвӗр мӗнешкел ҫирӗппине пӗлмешкӗн Тимофея ятӑм.
Выбор основного перевода