Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Петр, аллипе паллӑ кӑтартса, шӑпланма ыйтнӑ, хӑйне Хуҫамӑр тӗрмерен епле кӑларнине вӗсене каласа панӑ. «Ҫакӑн ҫинчен Иаковпа ытти ӗненекен тӑвансене те пӗлтерӗр-ха», – тесе ыйтнӑ вӑл. Вара тухнӑ та урӑх ҫӗре кайнӑ. Тепӗр кунне эпир Павелпа пӗрле Иаков патне кайрӑмӑр. Унта пресвитерсем пурте пухӑнчӗҫ. Эпӗ Турӑ панӑ тивлетпе апостол тивӗҫне туса тӑнине пӗлсен, Иаков, Кифа тата Иоанн, тӗне тытса тӑракан ҫак хисеплӗ улӑпсем, Варнавӑпа иксӗмӗре юлташла алӑ тытрӗҫ. Ку ӗнтӗ эпир ытти халӑхсем патне каяс пирки, хӑйсем вара ӳт кастарнисем патне каяс пирки килӗшсе татӑлни пулчӗ.
Выбор основного перевода