Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
– Назорей Иисус Турӑ Ҫуртне те аркатӗ, Моисейран килекен йӑла-йӗркесене те улӑштарӗ, тесе каланине хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр». «Эппин халӗ урӑх халӑх ҫыннисен те ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса пыма вӗсене те хушмалла», – тенӗ ҫавӑн чухне, ура ҫине тӑрса, Христоса ӗненекен хӑш-пӗр фарисейсем. Эпир хамӑр патӑмӑртан тухса кайнӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире тем те пӗр каласа пӑтраштарса янӑ текен сӑмаха илтрӗмӗр. Вӗсем ӳт кастармалла, Моисей саккунӗпе пурӑнмалла тесе сире иккӗлентерсе янӑ имӗш. Эпир вӗсене унашкал калама хушса яманччӗ. Мӗншӗн тесен Иаков янӑ ҫынсем килсе ҫитиччен вӑл маларах урӑх халӑх ҫыннисемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетчӗ, анчах та вӗсем килсе ҫитсен иудейсенчен шикленнипе урӑх халӑх ҫыннисенчен ютшӑнса-пӑрӑнса ҫӳре пуҫларӗ. Акӑ эпӗ, Павел, сире калатӑп: ӳт кастарнипех эсир Христосран нимӗнле усӑ та кураймӑр.
Выбор основного перевода