Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫав кунсенче Антиохине Иерусалимран пророксем пынӑ. Антиохире, унти ӗненекен ушкӑнра, хӑшӗ-хӑшӗ пророксем, вӗрентекенсем пулнӑ: Варнавӑпа Нигер текен Симеон, Киринея ҫынни Луций, Ирод пуҫлӑхпа пӗрле пӑхса ӳстернӗ Манаил тата Савл. Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем. Пӗр вӑхӑт унта пулнӑ хыҫҫӑн Павел каллех ҫула тухнӑ. Вӑл, вӗренекенсене пурне те хавхалантарса, Галатипе Фриги ҫӗрӗсен пур кӗтесӗсенче те пулнӑ.
Выбор основного перевода