Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Тӗрме хуралҫи ҫавна Павела пӗлтернӗ: «Хула пуҫлӑхӗсем сире кӑларса яма хушнӑ, ӗнтӗ тухӑр та канӑҫлӑн кайӑрах». Ҫавӑнпа та сирӗн хушшӑрта ун ҫине ҫӳлтен пӑхакан ан пултӑр. Ман патӑма тавӑрӑнмашкӑн ӑна эсир кӑмӑллӑн ҫула пуҫтарӑр. Эпӗ ӑна кунта ӗненекен тӑванӑмсемпе пӗрле кӗтетӗп. Раав ятлӑ аскӑн хӗрарӑм, ӗненӗве пула, Турра пӗлменнисемпе пӗрле вилмен, мӗншӗн тесен Израилӗн вӑрттӑн сӑнавҫисене кӑмӑллӑн йышӑннӑ, хӑй патӗнче ҫӗр каҫарнӑ, кайран урӑх ҫулпа ӑсатса янӑ.
Выбор основного перевода