Саккун кӗнекипе пророксен кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн синагога пуҫлӑхӗсем вӗсене ҫын урлӑ ҫапла пӗлтернӗ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Сирӗн халӑха вӗрентсе калас сӑмахӑр пур пулсан, калӑр!»
Анчах та Израиль ҫыннисен ӑсӗ хытса ларнӑ. Авалхи Халала вуланӑ чухне вӗсем ҫав пӗркенчӗке уҫаймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл Христос урлӑ кӑна уҫӑлать.
Моисей саккунне вуланӑ чухне паян кунчченех вӗсен чун-чӗрине пӗркенчӗк витсе тӑрать;