Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Шутланӑ та тунӑ. Мӗн пуҫтарнине вӗсем Варнавӑпа Савлран Иерусалимри пресвитерсене парса янӑ. Чылай хушӑ сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Урӑх халӑхсем Ырӑ Хыпара ман ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ пирвайхи кунсенченех хамӑр хушӑран мана суйласа илнине пӗлетӗр. Унтан, вун тӑватӑ ҫул иртсен, эпӗ Варнавӑпа каллех Иерусалима кайрӑм. Хамӑрпа пӗрле эпир Тита та илтӗмӗр. Каясса эпӗ Турӑ уҫса панипе кайрӑм. Вара унта ӗненекенсене, уйрӑмах ятлӑ-сумлисене, хам ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм. Ҫакна эпӗ хам тӑрӑшни харам пулмарӗ-ши тесе турӑм.
Выбор основного перевода