Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Израилӗн Хуҫа Туррине мухтав! Вӑл килсе Хӑйӗн халӑхне хӑтӑлмалла турӗ; Чылай хушӑ сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Урӑх халӑхсем Ырӑ Хыпара ман ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ пирвайхи кунсенченех хамӑр хушӑран мана суйласа илнине пӗлетӗр. Ҫын чӗрине витӗр курса тӑракан Турӑ, пире панӑ пекех урӑх халӑхсене те Святой Сывлӑш парса, вӗсене те йышӑннине пӗлтерчӗ. Вӗсен чӗрисене ӗненӳпе тасатнӑран пирӗнпе вӗсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та юлмарӗ.
Выбор основного перевода