Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Дамаскра Анания ятлӑ пӗр ӗненекен пурӑннӑ. «Анания», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр куҫа курӑнса. «Турӑҫӑм, эпӗ Санӑн умӑнта», – тенӗ вӑл. Хайхи Силӑпа Тимофей Македонирен пырсан, чун-чӗри хистенипе Павел иудейсене Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ҫирӗплетсех пӗлтернӗ. Пӑлхав чарӑнсан Павел вӗренекенсене чӗнсе илсе хавхалантарнӑ, ӳкӗтленӗ, вара сывпуллашнӑ та Македонине тухса кайнӑ. Грецире Павел виҫӗ уйӑх пурӑннӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Сирие тинӗспе кайма шут тытнӑ, анчах та иудейсем хӑйне хирӗҫ кавар тунӑ пирки каялла Македони урлах тавӑрӑнма шухӑшланӑ. Пирӗн хулара Аси ҫыранӗ хӗррипе кайма пуҫтарӑннӑ пӗр Адрамит карапӗ чарӑннӑччӗ. Эпир ҫавӑн ҫине лартӑмӑр та тинӗсе тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле тата Македони ҫынни, фессалоникӑсем Аристарх пурччӗ.
Выбор основного перевода