Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Анчах та хӑйне тӑсса хурса чӗнсемпе ҫыхсан Павел юнашар тӑракан ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Рим гражданинне судсӑр-мӗнсӗрех ҫаптарма сире кам ирӗк панӑ?» Ҫӗрпӳ, ҫак сӑмахсене илтсен, пинпӳ патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Мӗн тӑвасшӑн эсир? Ку ҫын Рим гражданинӗ-ҫке!» Вара пинпӳ Павел патне пырса ыйтнӑ: «Эсӗ чӑнах та Рим гражданинӗ-и?» «Чӑнах», – тенӗ Павел. «Рим гражданлӑхне илес тесе нумай укҫа-тенкӗ тӑккаламалла пулчӗ манӑн», – тенӗ пинпӳ. «Эпӗ вара Рим гражданинӗ пулса ҫуралнӑ», – хушса хунӑ Павел. Ӑна асаплантарма хатӗрленнисем ҫавӑнтах ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ. Пинпӳ хӑй Рим гражданинне ҫыхтарнине пӗлнӗ хыҫҫӑн шикленсе ӳкнӗ. – Ҫапла вара, эпӗ айӑплах пулсан, вӗлерме тивӗҫлине мӗн те пулин тунӑ пулсан – вилме хатӗр. Иудейсен айӑплавӗнче тӗрӗсси ним те ҫук пулсан – мана вӗсен аллине пама никамӑн та ирӗк ҫук. Хама император патӗнче суд тутарма ыйтатӑп». Вара Фест хӑйӗн канашӗнчи ҫынсемпе калаҫса илнӗ те ҫапла тавӑрнӑ: «Эсӗ император патӗнче суд тутарма ыйтрӑн, ӗнтӗ сана император патне илсе кайӗҫ».
Выбор основного перевода