Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Кӗлтуса пӗтерсенех вӗсем пухӑнса тӑнӑ вырӑн чӗтренсе кайнӑ. Вара пурин те чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пурте Турӑ сӑмахне хӑюллӑнах вӗрентсе ҫӳренӗ. Анчах та Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ ҫӗрле тӗрме алӑкӗсене уҫнӑ та апостолсене илсе тухса ҫапла каланӑ: Сасартӑк Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ та, тӗрмене ҫутӑ ҫутатса янӑ. Ангел Петра аяккинчен тӗртсе вӑратнӑ та: «Тӑр хӑвӑртрах», – тенӗ. Ҫавӑнтах Петр аллинчи сӑнчӑрсем хывӑнса ӳкнӗ. Вӗсем малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртнӗ, унтан хула ҫулӗ ҫинчи тимӗр хапха патне ҫитнӗ. Умӗнчи хапха хӑй тӗллӗнех уҫӑлса кайсан вӗсем хапхаран кӗнӗ. Ҫапла пӗр урампа утса тухсан ангел сасартӑк куҫран ҫухалнӑ. Путек улттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, ҫакна куртӑм: питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ, хӗвел хуйхӑ тумтирӗ пек хуралчӗ, уйӑх юнланнӑ пек хӗрелчӗ. Смоква йывӑҫҫин пиҫсе ҫитмен ҫимӗҫӗсем вӑйлӑ ҫилпе ҫӗр ҫине тӑкӑннӑ пекех тӳпери ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫине тӑкӑнчӗҫ. Тӗрке пек чӗркенсе, тӳпе ҫухалчӗ, тусемпе утравсем пурте хӑйсен вырӑнӗнчен тапранса куҫрӗҫ. Ҫӗр ҫинчи патшасем те, улпутсем те, пуянсем те, ҫар пуҫӗсем те, хуҫасем те, ытти мӗн пур чурасемпе ирӗклисем те ту хӑвӑлӗсемпе хушӑкӗсене пытанса пӗтрӗҫ. «Пирӗн ҫине ӳкӗр, – терӗҫ вӗсем тусемпе чулсене, – пире престол ҫинче Лараканӑн сӑнӗнчен тата Путек ҫиллинчен пытарса хӑварӑр! Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ ҫитрӗ! Ҫак ҫилле кам тӳссе ирттерме пултарӗ?»
Выбор основного перевода