Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать». Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать. Турӑ Ывӑлне ӗненекенӗн вара ҫав ҫирӗплетсе калани ӑшра упранать. Турӑ ҫирӗплетсе пӗлтернине ӗненмен ҫын Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каласа пӗлтернине ӗненмест. Ҫапла майпа вӑл Турра суеҫӗ вырӑнне хурать. Ӗненӳпе тӳрре тухасси ҫинчен вара Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ӑшӑрта: „Тӳпене ҫӗкленме кам пултарӗ?“ – тесе ан ыйтӑр». Ку вӑл: „Ҫӑлакана ҫӗр ҫине антарма“ тениех пулать. Е тата: «„Тӗпсӗрлӗхе анма кам пултарӗ?“ – ан тейӗр». Ку вӑл: „Ҫӑлакана вилӗмрен чӗртсе тӑратмашкӑн“ тениех пулать. Ҫырнинче вара: «Турӑ сӑмахӗ санӑн ҫывӑхунтах, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварунта, санӑн чӗрӳнте», – тенӗ. Ҫак сӑмах – эпир вӗрентекен ӗненӳ сӑмахӗ. Енчен те эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа Иисуса Хуҫамӑр тесе йышӑнатӑн пулсан, чӗрӳпе Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине ӗненетӗн пулсан – ҫӑлӑнӑн. Мӗншӗн тесен тӳрре тухмашкӑн – чӗререн ӗненмелле, ҫӑлӑнмашкӑн – ӗненӳ ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа уҫҫӑн каламалла. «Ӑна ӗненекен кирек кам та намӑса юлмӗ», – тенӗ Ҫырнинче.
Выбор основного перевода