Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Павел хӑйне юлташа Силӑна суйласа илнӗ те ҫула тухнӑ. Ӗненекен тӑвансем ӑна Турӑ тивлечӗ ҫине шанса ӑсатса янӑ. Анчах та вӗсем апостолсене тупайман. Вара Иасонпа хӑш-пӗр ӗненекенсене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ. «Вӗсем пӗтӗм тӗнчипех халӑха пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, халӗ акӑ кунта та ҫитнӗ! – кӑшкӑрашнӑ ушкӑнрисем. – Иасон вара вӗсене хӑй патне кӗртнӗ! Вӗсем пурте император хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ, вӗсем урӑххине, Иисуса, патша тесе хисеплеҫҫӗ!» Димитрий кӗмӗлҫӗсене тата ытти ӑстасене пухнӑ та ҫапла каланӑ: «Тусӑмсем! Эпир тулӑх пурӑнасси ҫак ал ӑсталӑхӗнчен килнине пурте пӗлетпӗр. Акӑ халӗ хӑвӑрах курса-илтсе тӑратӑр: Павел текенскер Ефес ҫыннисене кӑна мар, пӗтӗм Аси халӑхне тенӗ пекех, этем аллипе ӑсталанӑ япаласем турӑ мар тесе, хӑйӗн ӗненӗвӗ енне ҫавӑрчӗ. Эсир вара чухӑна хапӑл тумастӑр. Сире пусмӑрлакансем пуянсем мар-им? Сире судсем тӑрӑх сӗтӗрекенсем те вӗсем мар-им?
Выбор основного перевода