Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Кипрпа Киринея ҫыннисем пулнӑ. Антиохине пырсан ҫавсем Иисус Хуҫамӑрӑн Ырӑ Хыпарне грексене те каласа кӑтартнӑ. Павелпа Варнава ҫапла вӗрентнипе килӗшмен, ҫав ҫынсемпе тавлашсах кайнӑ. Вара ҫапла йышӑннӑ: кун пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлме Павелпа Варнавӑна тата темиҫе ӗненекене Иерусалимри апостолсемпе пресвитерсем патне ярас. Вӗсенчен ҫакнашкал ҫыру ҫырса парса янӑ: «Антиохипе Сирири тата Киликири урӑх халӑхсем хушшинчен тухнӑ ӗненекен тӑвансене – апостолсемпе пресвитерсенчен тата ӗненекен тӑванӑрсенчен. Салам пултӑр! Эпир хамӑр патӑмӑртан тухса кайнӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире тем те пӗр каласа пӑтраштарса янӑ текен сӑмаха илтрӗмӗр. Вӗсем ӳт кастармалла, Моисей саккунӗпе пурӑнмалла тесе сире иккӗлентерсе янӑ имӗш. Эпир вӗсене унашкал калама хушса яманччӗ. Ҫавӑнпа эпир пухӑнса канашларӑмӑр та, темиҫе ҫынна суйласа илсе, вӗсене хисеплӗ Варнавӑпа тата Павелпа пӗрле сирӗн патӑра яма калаҫса татӑлтӑмӑр. Варнавӑпа Павел – хамӑрӑн Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗшӗн хӑйсен чунне парса ӗҫлекен ҫынсем. Тата эпир Иудӑпа Силӑна ятӑмӑр, вӗсем сире ҫырура каланинех сӑмахпа каласа та ӑнлантарӗҫ. Мӗншӗн тесен Святой Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине ытлашши ҫӗклем хурас мар терӗмӗр. Сирӗн ҫаксене, чи кирлисене кӑна, тытса пурӑнмалла: чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ ҫимелле мар, апат-ҫимӗҫе юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен хатӗрлемелле мар, аскӑнланмалла мар, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар. Ҫаксене тытса пырсан, аван тӑватӑр. Сывӑ пулӑр».
Выбор основного перевода