Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫавна пӗлсен апостолсем Ликаони тӑрӑхӗнчи Листрӑпа Дерви ятлӑ хуласене, вӗсен таврашӗнчи ҫӗрсене тухса кайнӑ. Вара ӗненекен тӑвансем Павела тинӗс хӗрринелле каякан ҫулпа ҫийӗнчех леҫсе янӑ. Силӑпа Тимофей ҫавӑнтах юлнӑ. Унтан вӑл хӑйӗн икӗ пулӑшаканне, Тимофейпа Ераста, Македонине янӑ, хӑй вара вӑхӑтлӑха Асирех юлнӑ. Ӗҫри юлташӑм Тимофей тата тӑван халӑхӑм ҫыннисем Луций, Иасон, Сосипатр сире салам яраҫҫӗ. Ҫав сӑлтавпах эпӗ сирӗн патӑра Тимофея ятӑм. Вӑл – ӗненӳри савнӑ ывӑлӑм, Хуҫа Турӑ умӗнче шанчӑклӑскер. Эпӗ Христос ҫулӗпе епле ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те, пур чиркӳсенче те ҫапла вӗрентетӗп. Ун ҫинчен Тимофей сире аса илтерӗ. Иисус Хуҫамӑра шанса часах сирӗн патӑра Тимофея яма шутлатӑп. Вара, сирӗн ӗҫ-пуҫ ҫинчен пӗлсен, чунӑм лӑпланӗ. Сирӗншӗн пӗтӗм чӗререн, хампа танах тӑрӑшакан ҫыннӑм Тимофейсӑр пуҫне урӑх ҫук. Ыттисем пурте Иисус Христоса юрӑхлишӗн мар, хӑйсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ырӑ Хыпар сарас ӗҫре Тимофей мана ывӑлӗ ашшӗне пулӑшнӑ пекех пулӑшса тӑчӗ. Вӑл ӗҫпе тӗрӗсленнине хӑвӑрах пӗлетӗр. ӗненӳри савнӑ ывӑлӑма Тимофея. Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан сана ырӑлӑх, тивлет, канӑҫлӑх пултӑр. Эсӗ чунтан ӗненнине те асилетӗп. Лоида асаннӳ те, Евника аннӳ те ҫавнашкалах ӗненетчӗҫ. Ҫав ӗненӳ санра пуррине шанатӑп.
Выбор основного перевода