Ӗненекенсем ҫак хӑватсене тума пултарӗҫ: Ман ятӑмпа усалсене хӑваласа кӑларӗҫ; хӑйсем халиччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫӗҫ;
Ялтан яла ҫӳресе усал сывлӑш ернисене сыватакан иудейсен хӑш-пӗр тухатмӑшӗсем те Иисус Хуҫамӑр ятне асӑна пуҫланӑ: «Сире, усал сывлӑшсене, Павел ӳкӗтлесе вӗрентекен Иисус ячӗпе тухма хушатпӑр!» – тесе тухатнӑ вӗсем.