Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Хуралҫӑ вӑраннӑ та тӗрме алӑкӗсем яри уҫӑ пулнине асӑрханӑ. Вара хупнисем пурте тухса тарнӑ пулӗ тесе хӗҫне ярса тытнӑ та хӑйне хӑй вӗлересшӗн пулнӑ. Тӗрме хуралҫи ҫавна Павела пӗлтернӗ: «Хула пуҫлӑхӗсем сире кӑларса яма хушнӑ, ӗнтӗ тухӑр та канӑҫлӑн кайӑрах». Вӗсем Христос тарҫисем-и? Ӑссӑрла калатӑп: эпӗ тарҫӑран та тарҫӑрах. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, пайтах патак ҫирӗм, тӗрмесенче нумайрах лартӑм, тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн пултӑм. Виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ. Пӗррехинче кӑшт кӑна чулпа пере-пере вӗлеретчӗҫ. Виҫӗ хутчен караппа путма тӑтӑм, талӑка яхӑн мана тинӗс хумӗсем лӑскарӗҫ. мӗншӗн тесен Христоса пула сире ҫапла шӑпа пӳрнӗ: сирӗн Ӑна ӗненмелле кӑна мар, Уншӑн асапланмалла, манашкалах кӗрешмелле. Эпӗ Христосшӑн епле кӗрешнине вара эсир курнӑ, халӗ те ман пирки хыпар илсех тӑратӑр. Маларах Филиппӑра пире асап тата хур кӑтартнине эсир пӗлетӗр. Апла пулин те, Туррӑн Ырӑ Хыпарне эпир, пӗтӗм вӑя хурса, Турӑ пулӑшнипе сире хӑюллӑнах ӳкӗтлесе вӗрентрӗмӗр.
Выбор основного перевода