Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр. «Эпӗ Иоппи хулинче кӗлтӑваттӑм. Ҫавӑн чухне тӑнран кайнӑ пек пултӑм. Сасартӑк тӳперен тӑватӑ кӗтессинчен ҫыхнӑ сарлака пир евӗрлӗ темӗнле япала аннине куртӑм. Вӑл ман тӗлех анчӗ. Эпӗ ун ӑшне сӑнарах пӑхрӑм та унта ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ураллӑ чӗр чунсем, тискер кайӑксем, ҫӗлен-калтасем, вӗҫен кайӑксем пуррине асӑрхарӑм. Унтан мана „Петр, тӑр та ҫаксене пусса ҫи“ текен сасӑ илтӗнчӗ. „Ҫук-ҫук, Турӑҫӑм! – терӗм вара эпӗ. – Ирсӗррине, таса маррине эпӗ нихӑҫан та нимӗн те ҫимен“. „Турӑ тасатнине эсӗ таса мара ан хур“, – терӗ вара мана сасӑ тепӗр хут. Виҫӗ хут ҫапла пулчӗ, унтан каллех пӗтӗмпе пӗлӗте ҫӗкленсе кайрӗ. Шӑп ҫав самантра эпӗ пурӑнакан ҫурт умне Кесарирен ман патӑма янӑ виҫӗ ҫын пырса та тӑнӑ. Сывлӑш мана пӗр иккӗленмесӗрех вӗсемпе пӗрле кайма хушрӗ. Ҫак ӗненекен ултӑ тӑванӑм та манпа пӗрле пулчӗҫ, эпир вара хама чӗннӗ ҫын килне кайрӑмӑр. Вӑл пире хӑй килӗнчех святой ангела курни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Курӑнсассӑн ангел ҫапла каланӑ пулнӑ: „Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. Вӑл сана сӑмахсем калӗ, ҫав сӑмахсемпе ху та, пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ“.
Выбор основного перевода