Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Корнилий ҫапла каланӑ: «Тӑватӑм кун ҫак вӑхӑталла эпӗ килте типӗ тытаттӑм. Кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче, кӗлтунӑ чухне, сасартӑк ман ума ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ҫын пырса тӑчӗ те каларӗ: „Корнилий, Турӑ санӑн кӗллӳне илтрӗ, эсӗ чухӑнсене пулӑшнине асӑрхарӗ. Халӗ вара Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. Вӑл тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, тинӗс хӗрринчи ҫуртра, хӑна пулса пурӑнать. Вӑл килсе сана каласа парӗ“. Эпӗ ҫавӑнтах сан патна ҫынсем ятӑм. Эсӗ килни аван пулчӗ. Турӑ сана мӗн хушнине йӑлтах итлесчӗ тесе эпир халӗ пурте Турӑ умӗнче тӑратпӑр». Иисус Капернаума ҫул тытнӑ. Хулана ҫитсен Ун патне пӗр ҫӗрпӳ пырса ҫапла тархасланӑ: Унта Рим ҫӗрпӗвӗн пӗр тарҫи вилес пекех чирлӗ выртнӑ пулнӑ. Ҫӗрпӳ ҫав тарҫа питӗ хакланӑ. Вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ». Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ сума сӑвакан ҫӗрпӗве, Корнилие, святой ангел курӑннӑ. Ҫав ангел сана Корнилий патне чӗнсе пыма, санӑн сӑмахна итлеме хушнӑ». Турӑ сумлӑхӗнчен хӑракан, чӑнлӑхпа пурӑнакан кирек мӗнле халӑх ҫыннине те Турӑ кӑмӑллать. Пире Италие караппа ярас терӗҫ. Вара Павела тата тӗрмене хупнӑ ытти ҫынсене император полкӗнчи Юлий ҫӗрпӳ аллине пачӗҫ. Тепӗр кунне эпир Сидон тӗлӗнче чарӑнтӑмӑр. Юлий хӑйне Павелпа кӑмӑллӑ тыткаларӗ, ӑна хӑйӗн тусӗсем патне кайса килме, вӗсенчен пулӑшу илме те ирӗк пачӗ.
Выбор основного перевода