Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Кӗлтуса пӗтерсенех вӗсем пухӑнса тӑнӑ вырӑн чӗтренсе кайнӑ. Вара пурин те чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пурте Турӑ сӑмахне хӑюллӑнах вӗрентсе ҫӳренӗ. Кусем пынӑ та, Самари ҫыннисем те Святой Сывлӑш илччӗр тесе, вӗсемшӗн кӗлтунӑ. Мӗншӗн тесен вӗсенчен пӗрин ҫине те Святой Сывлӑш анман пулнӑ-ха, вӗсене Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва ҫеҫ кӗртнӗ пулнӑ. Кайран, эпӗ калаҫа пуҫласан, маларах хамӑр ҫине аннӑ пекех, вӗсем ҫине те Святой Сывлӑш анчӗ. Ҫын чӗрине витӗр курса тӑракан Турӑ, пире панӑ пекех урӑх халӑхсене те Святой Сывлӑш парса, вӗсене те йышӑннине пӗлтерчӗ.
Выбор основного перевода