Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламасть. Ятлӑ-сумлӑ ӗненекенсем пирки вара ҫакна каламалла: вӗсем ӗлӗкрех тем тери чаплӑ пулнӑ пулсан та – маншӑн пурпӗрех. Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламасть. Вӗсем, ятлӑ-сумлисем, вӗрентӗвӗм ҫумне урӑх нимӗн те хушма каламарӗҫ. Эсир те, хуҫасем, чурасемпе ҫавнашкалах ырӑ пулӑр, вӑйпа хӑратма пӑрахӑр. Ҫакна астӑвӑр: вӗсен те, сирӗн те тӳпере пӗр Хуҫа, ҫын кам пулнине Вӑл пӑхмасть. Кам та кам усал тӑвать, ӑна хӑйне те усалпа тавӑрса парӗҫ, мӗншӗн тесен Турӑшӑн пур ҫын та пӗрех. Ҫын кам пулнине кура мар, ӗҫне кура Хаклакана Атте тетӗр пулсан, хӑвӑршӑн ют тӗнчере Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса пурӑнӑр.
Выбор основного перевода