Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Тӗнче Мана курми пуласси нумаях юлмарӗ. Эсир вара Мана яланах курса тӑракансем пулӑр; мӗншӗн тесен Эпӗ пурӑнатӑп, эсир те пурӑнӑр. Вара Иуда – Искариот мар, урӑххи – Унран ыйтать: «Хуҫамӑр! Мӗншӗн Эсӗ Хӑвна тӗнчене мар, пире кӑтартасшӑн?» Эсир те Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем пулӑр, мӗншӗн тесен эсир мӗн пуҫламӑшӗнченех Манпа пӗрле». «Ҫиме килӗр», – тенӗ вӗсене Иисус. Ку Иисус пулнине пӗлсе вӗренекенӗсенчен пӗри те Унран: «Эсӗ Кам?» – тесе ыйтма хӑйман. Иисус вӗсем патнерех пынӑ та ҫӑкӑрпа пулӑ илсе тыттарнӑ. Вара, вӗсене пӗрле пуҫтарса, Вӑл ҫапла хушса хӑварнӑ: «Иерусалимран ан кайӑр, Аттем мӗн шантарнине кӗтӗр, ун пирки Эпӗ сире каланӑччӗ. Ҫырнинче каланӑ пекех, Ӑна пытарнӑ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ. Малтан Вӑл Кифӑна курӑннӑ, кайран – Вун иккӗшне, тепринче тата пӗр вӑхӑтрах пилӗк ҫӗр ытла тӑванӑмӑра курӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-хӑшӗ вилнӗ ӗнтӗ, анчах ытларахӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ-ха. Унтан Вӑл Иакова курӑннӑ, каярахпа – ытти мӗн пур апостолсене.
Выбор основного перевода