Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иоана тытса хупнине илтсен Иисус Галилея ҫӗрне кайнӑ. Вӑл Завулонпа Неффалим тӑрӑхне, тинӗс хӗрринчи Капернаум хулине, Назаретран пурӑнма куҫнӑ. Ҫак ӗҫ Исаия пророк сӑмахӗсем пурнӑҫланма пулса иртнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ: «Тинӗс еннелле выртакан ҫул ҫинчи, Иордан леш енчи Завулонпа Неффалим ҫӗрӗ, чӑн Турра пӗлмен Галилея! Ҫавӑнта тӗттӗмре пурӑннӑ халӑх хӑватлӑ ҫутӑ курчӗ! Вилӗм ҫӗрӗнче, вилӗм тӗттӗмлӗхӗнче пурӑнакансемшӗн ҫутӑ килчӗ». Ҫавӑнтан вара Иисус ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫланӑ. «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр!» – тесе вӗрентнӗ Вӑл.
Выбор основного перевода