Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Эпӗ Иоппи хулинче кӗлтӑваттӑм. Ҫавӑн чухне тӑнран кайнӑ пек пултӑм. Сасартӑк тӳперен тӑватӑ кӗтессинчен ҫыхнӑ сарлака пир евӗрлӗ темӗнле япала аннине куртӑм. Вӑл ман тӗлех анчӗ. Эпӗ ун ӑшне сӑнарах пӑхрӑм та унта ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ураллӑ чӗр чунсем, тискер кайӑксем, ҫӗлен-калтасем, вӗҫен кайӑксем пуррине асӑрхарӑм. Унтан мана „Петр, тӑр та ҫаксене пусса ҫи“ текен сасӑ илтӗнчӗ. „Ҫук-ҫук, Турӑҫӑм! – терӗм вара эпӗ. – Ирсӗррине, таса маррине эпӗ нихӑҫан та нимӗн те ҫимен“. „Турӑ тасатнине эсӗ таса мара ан хур“, – терӗ вара мана сасӑ тепӗр хут. Виҫӗ хут ҫапла пулчӗ, унтан каллех пӗтӗмпе пӗлӗте ҫӗкленсе кайрӗ. Шӑп ҫав самантра эпӗ пурӑнакан ҫурт умне Кесарирен ман патӑма янӑ виҫӗ ҫын пырса та тӑнӑ. Сывлӑш мана пӗр иккӗленмесӗрех вӗсемпе пӗрле кайма хушрӗ. Ҫак ӗненекен ултӑ тӑванӑм та манпа пӗрле пулчӗҫ, эпир вара хама чӗннӗ ҫын килне кайрӑмӑр. Вӑл пире хӑй килӗнчех святой ангела курни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Курӑнсассӑн ангел ҫапла каланӑ пулнӑ: „Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. Вӑл сана сӑмахсем калӗ, ҫав сӑмахсемпе ху та, пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ“. Кайран, эпӗ калаҫа пуҫласан, маларах хамӑр ҫине аннӑ пекех, вӗсем ҫине те Святой Сывлӑш анчӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ Хуҫамӑр сӑмахне аса илтӗм. „Иоанн шывпа тӗне кӗртнӗ, сире вара Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртӗҫ“, – тенӗччӗ Вӑл. Ҫапла ӗнтӗ пире, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненекенсене, панӑ тивлетех Турӑ вӗсене те парать пулсан, Турра чӑрмав тума камах вара эпӗ?» Вӑл вара каланӑ: «Авӑ, эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Этем Ывӑлне куратӑп». Унтан эпӗ пӑхрӑм та тӳпе уҫӑлса кайнине тата шурӑ юланута куртӑм. Тӳрӗ суд тунӑран, ҫӗнтерӳллӗ пулнӑран юланутҫине Шанчӑкли тата Чӑнни теҫҫӗ.
Выбор основного перевода