Toggle navigation
Главная
Переводы Библии
Комментарии к Библии
Библейские словари и энциклопедии
Новости
Выбор основного перевода
Синодальный
Современный
Перевод РБО. Радостная Весть
Юбилейное издание (Свет на Востоке)
Перевод свящ. Леонида Лутковского
Церковнославянский перевод
Аварский (магӀарул мацӀ)
Азербайджанский (Azärbaycanca)
Башкирский (башҡорт теле)
Беларускі пераклад
Грузинский (ქართული ენა)
Казахский (қазақ тілі)
Кумыкский (къумукъ тил)
Осетинский (ирон æвзаг)
Таджикский (тоҷикӣ)
Татарский (татарча)
Туркменский (Türkmençe)
Узбекский (ўзбекча)
Український переклад І. Огієнка
Чеченский (нохчийн мотт)
Чувашский (чӑвашла)
American Standard
Biblia Tysiąclecia
Deutsche Luther
Ελληνική μετάφραση
King James
Română traducere
Tradução português
Traducción al español
Traduction française
Traduzione italiana
Türkçe çeviri
中文 汉译
Новый русский перевод МБО
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Сделайте выбор
Комментарии Баркли
Новая Женевская Учебная Библия
Толкование Златоуста
Учебная Библия МакАртура
Толкование Жана Кальвина
Комментарии МакДональда к Библии
Серия комментариев МакАртура
Толкование Мэтью Генри
Толковая Библия Лопухина
Толкование Далласской семинарии
Толкование Блаженного Феофилакта Болгарского
Новый Библейский Комментарий
Комментарии Давида Стерна к Новому Завету
Комментарии Сперджена
Синодальный
Современный
Перевод РБО. Радостная Весть
Юбилейное издание (Свет на Востоке)
Перевод свящ. Леонида Лутковского
Церковнославянский перевод
Аварский (магӀарул мацӀ)
Азербайджанский (Azärbaycanca)
Башкирский (башҡорт теле)
Беларускі пераклад
Грузинский (ქართული ენა)
Казахский (қазақ тілі)
Кумыкский (къумукъ тил)
Осетинский (ирон æвзаг)
Таджикский (тоҷикӣ)
Татарский (татарча)
Туркменский (Türkmençe)
Узбекский (ўзбекча)
Український переклад І. Огієнка
Чеченский (нохчийн мотт)
Чувашский (чӑвашла)
American Standard
Biblia Tysiąclecia
Deutsche Luther
Ελληνική μετάφραση
King James
Română traducere
Tradução português
Traducción al español
Traduction française
Traduzione italiana
Türkçe çeviri
中文 汉译
Новый русский перевод МБО
Выбор книги основного перевода
Деяния
Çĕнĕ завет
Çĕнĕ завет
От Матфея
Çĕнĕ завет
Книга От Матфея в переводе Чувашский (чӑвашла)
От Марка
Çĕнĕ завет
Книга От Марка в переводе Чувашский (чӑвашла)
От Луки
Çĕнĕ завет
Книга От Луки в переводе Чувашский (чӑвашла)
От Иоанна
Çĕнĕ завет
Книга От Иоанна в переводе Чувашский (чӑвашла)
Деяния
Çĕнĕ завет
Книга Деяния в переводе Чувашский (чӑвашла)
Иакова
Çĕнĕ завет
Книга Иакова в переводе Чувашский (чӑвашла)
1. Петра
Çĕнĕ завет
Книга 1. Петра в переводе Чувашский (чӑвашла)
2. Петра
Çĕнĕ завет
Книга 2. Петра в переводе Чувашский (чӑвашла)
1. Иоанна
Çĕнĕ завет
Книга 1. Иоанна в переводе Чувашский (чӑвашла)
2. Иоанна
Çĕнĕ завет
Книга 2. Иоанна в переводе Чувашский (чӑвашла)
3. Иоанна
Çĕнĕ завет
Книга 3. Иоанна в переводе Чувашский (чӑвашла)
Иуды
Çĕнĕ завет
Книга Иуды в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Римлянам
Çĕнĕ завет
Книга К Римлянам в переводе Чувашский (чӑвашла)
1. Коринфянам
Çĕнĕ завет
Книга 1. Коринфянам в переводе Чувашский (чӑвашла)
2. Коринфянам
Çĕнĕ завет
Книга 2. Коринфянам в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Галатам
Çĕнĕ завет
Книга К Галатам в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Ефесянам
Çĕнĕ завет
Книга К Ефесянам в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Филиппийцам
Çĕнĕ завет
Книга К Филиппийцам в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Колоссянам
Çĕнĕ завет
Книга К Колоссянам в переводе Чувашский (чӑвашла)
1. Фессалоникийцам
Çĕнĕ завет
Книга 1. Фессалоникийцам в переводе Чувашский (чӑвашла)
2. Фессалоникийцам
Çĕнĕ завет
Книга 2. Фессалоникийцам в переводе Чувашский (чӑвашла)
1. Тимофею
Çĕнĕ завет
Книга 1. Тимофею в переводе Чувашский (чӑвашла)
2. Тимофею
Çĕнĕ завет
Книга 2. Тимофею в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Титу
Çĕнĕ завет
Книга К Титу в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Филимону
Çĕнĕ завет
Книга К Филимону в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Евреям
Çĕнĕ завет
Книга К Евреям в переводе Чувашский (чӑвашла)
Откровение
Çĕнĕ завет
Книга Откровение в переводе Чувашский (чӑвашла)
← Предыдущая
Деяния
Следующая →
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
1
Кесарире тӑракан Итали полкӗ текен полкра Корнилий ятлӑ пӗр ҫӗрпӳ пулнӑ.
2
Вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те Турра хисеплесе, Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Корнилий халӑхшӑн нумай ырӑ ӗҫ тунӑ, тӑтӑшах Турра кӗлтунӑ.
3
Пӗррехинче, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлнелле, ӑна уҫҫӑнах Туррӑн ангелӗ курӑннӑ. Ангел ун патне пынӑ та: «Корнилий!» – тенӗ.
4
Ӑна курсан Корнилий хӑраса каланӑ: «Мӗн-ши, ырӑ ҫыннӑм?» Ангел ӑна каланӑ: «Турӑ санӑн кӗллӳне те, эсӗ чухӑнсене пулӑшнине те асӑрхарӗ.
5
Халӗ вара Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр.
6
Вӑл тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, тинӗс хӗрринчи ҫуртра, хӑна пулса пурӑнать. Петр сана та, кил-йышна та ҫӑлӑнӑҫ сӑмахӗсем калӗ».
7
Хӑйпе калаҫнӑ ангел курӑнми пулсан, Корнилий икӗ тарҫине тата шанчӑклӑ, Турра хисеплекен хӑйӗн пӗр салтакне чӗнсе илнӗ.
8
Вара, мӗн пулса иртнине йӑлтах каласа кӑтартса, вӗсене Иоппине янӑ.
9
Тепӗр кунне, хайхи тарҫӑсемпе салтак хула патне ҫывхарнӑ чухне, Петр кӑнтӑрлахи кӗлӗ тума хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ.
10
Ҫавӑнта вӑл хырӑм выҫҫине туйса илнӗ, унӑн ҫиес килсе кайнӑ. Апат хатӗрленӗ вӑхӑтра вӑл питӗ хавхаланса кайнӑ та
11
сасартӑк тӳпе яри уҫӑлнине курнӑ. Ҫав уҫӑлӑхран ҫӗр ҫине, ун пуҫӗ тӗлнелле, тӑватӑ кӗтессинчен ҫыхнӑ сарлака пир евӗрлӗ темӗнле япала анса-анса пынӑ.
12
Унӑн ӑшӗнче ҫӗр ҫинчи тӗрлӗрен тӑватӑ ураллӑ чӗр чун, тискер кайӑк, ҫӗлен-калта, вӗҫен кайӑк пулнӑ.
13
Унтан ӑна ҫакнашкал сасӑ илтӗннӗ: «Петр, тӑр та ҫаксене пусса ҫи».
14
Анчах та Петр: «Ҫук-ҫук, Турӑҫӑм! Ирсӗррине, таса маррине эпӗ нихӑҫан та нимӗн те ҫимен», – тенӗ.
15
Вара сасӑ татах тепӗр хут илтӗннӗ: «Турӑ тасатнине эсӗ таса мара ан хур».
16
Ҫапла виҫӗ хутчен пулнӑ, унтан ҫав япала каллех тӳпене ҫӗкленнӗ.
Параллельные места
Отсутствуют
17
Кунашкал курӑну мӗне пӗлтерет-ши тесе аптӑраса, Петр шухӑша путнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра Корнилий янӑ хайхи ҫынсем, Симон ҫурчӗн тӗлне ыйтса пӗлсе, хапхи умне пырса тӑнӑ.
18
«Петр текен Симон ҫакӑнта-и?» – хыттӑн ыйтнӑ вӗсем.
19
Петр ҫаплах курӑну пирки шухӑшласа тӑнӑ. Ҫав хушӑра Сывлӑш ӑна каланӑ: «Симон, сана виҫҫӗн шыраҫҫӗ,
20
тӑр та вӗсем патне ан. Вӗсемпе пӗрле ним иккӗленмесӗрех кай, мӗншӗн тесен вӗсене Эпӗ ятӑм».
21
«Эсир шыраканни эпӗ-ха вӑл, – тенӗ ансан Петр ҫав ҫынсене. – Эсир мӗн ҫӑмӑлпа килсеччӗ?»
22
Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ сума сӑвакан ҫӗрпӗве, Корнилие, святой ангел курӑннӑ. Ҫав ангел сана Корнилий патне чӗнсе пыма, санӑн сӑмахна итлеме хушнӑ».
23
Вара Петр вӗсене чӗнсе кӗртнӗ те хӑна тунӑ. Тепӗр кунне, тӑрсанах, Петр ҫав ҫынсемпе кайнӑ. Иоппири хӑш-пӗр ӗненекен тӑвансем те вӗсемпе пӗрле кайнӑ.
24
Кесарине вӗсем тепӗр куннех ҫитнӗ. Корнилий, хӑйӗн тӑванӗ-хурӑнташӗсене, ҫывӑх тус-юлташӗсене пуҫтарса, вӗсене кӗтсе тӑнӑ.
25
Петр пырса кӗнӗ чухне Корнилий ӑна хирӗҫ тухса кӗтсе илнӗ, ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ.
26
Петр ӑна тытса тӑратнӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑрах, тӑр, эпӗ санашкал ҫынах-иҫ».
27
Корнилийпе калаҫкаласа вӑл пӳрте кӗнӗ, унта ӗнтӗ туллиех ҫын пухӑннӑ.
28
«Пӗлетӗр ӗнтӗ, – тенӗ вӗсене Петр, – пирӗн саккунпа иудейӑн ют халӑх ҫыннипе хутшӑнма та, унӑн кил-ҫуртне кӗме те юрамасть. Анчах та Турӑ мана пӗр ҫынна та ирсӗре е таса мара хума юраманнине уҫса пачӗ.
29
Ҫавӑнпа та, чӗнсен, эпӗ пӗр сӑмахсӑрах килме килӗшрӗм. Халӗ ӗнтӗ ыйтам-ха: мӗн ҫӑмӑлпа чӗнтӗр эсир мана?»
30
Корнилий ҫапла каланӑ: «Тӑватӑм кун ҫак вӑхӑталла эпӗ килте типӗ тытаттӑм. Кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче, кӗлтунӑ чухне, сасартӑк ман ума ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ҫын пырса тӑчӗ те
31
каларӗ: „Корнилий, Турӑ санӑн кӗллӳне илтрӗ, эсӗ чухӑнсене пулӑшнине асӑрхарӗ.
32
Халӗ вара Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. Вӑл тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, тинӗс хӗрринчи ҫуртра, хӑна пулса пурӑнать. Вӑл килсе сана каласа парӗ“.
33
Эпӗ ҫавӑнтах сан патна ҫынсем ятӑм. Эсӗ килни аван пулчӗ. Турӑ сана мӗн хушнине йӑлтах итлесчӗ тесе эпир халӗ пурте Турӑ умӗнче тӑратпӑр».
34
Петр ҫӑвар уҫса ҫапла каланӑ: «Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламаннине эпӗ чӑнахах куртӑм.
35
Турӑ сумлӑхӗнчен хӑракан, чӑнлӑхпа пурӑнакан кирек мӗнле халӑх ҫыннине те Турӑ кӑмӑллать.
36
Турӑ Израиль ывӑлӗсене Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар янӑ. Ҫав Иисус Христос – пуриншӗн те Хуҫамӑр.
37
Иоанн шыва кӗме ӳкӗтлесе вӗрентнӗренпе Галилейӑран пуҫласа пӗтӗм Иудейӑра мӗн-мӗн пулса иртнине эсир пӗлетӗр.
38
Турӑ Назаретри Иисуса суйласа илсе Святой Сывлӑш тата вӑй-хӑват пачӗ. Вӑл пур ҫӗрте те ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене сыватса ҫӳрерӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ.
39
Эпир – Вӑл Иудея ҫӗрӗнче тата Иерусалимра мӗн-мӗн тунине курса ҫирӗплетекенсем. Юлашкинчен иудейсем Ӑна йывӑҫ хӗрес ҫине пӑталаса вӗлерчӗҫ.
40
Турӑ Ӑна виҫҫӗмӗш кунне чӗртсе тӑратрӗ, ҫынсене курӑнмалла турӗ.
41
Анчах Вӑл пур ҫынна та курӑнмарӗ, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерме Турӑ малтанах суйласа илнӗ ҫынсене – пире анчах курӑнчӗ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн эпир Унпа пӗрле ӗҫсе ҫирӗмӗр.
42
Иисус пире ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хушрӗ. Чӗррисене те, вилнисене те Турӑ хушнипе Суд тӑваканӗ Хӑй иккенне ҫирӗплетсе пӗлтерме каларӗ.
43
Ӑна ӗненекенсен Унӑн ячӗпе ҫылӑхӗсем каҫарӑнассине мӗн пур пророксем те ҫирӗплетсе каланӑ».
44
Петр ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ хушӑрах вӑл вӗрентнине итлесе тӑракан мӗн пур ҫын ҫине Святой Сывлӑш аннӑ.
45
Святой Сывлӑш тивлечӗ урӑх халӑх ҫыннисем ҫине те аннӑ. Ҫавна курсан Петрпа пӗрле унта пынӑ ӳт кастарнӑ ӗненекенсем тӗлӗнсех кайнӑ.
46
Мӗншӗн тесен лешсем унччен хӑйсем пӗлмен чӗлхесемпе Турра мухтанине вӗсем илтнӗ. Вара Петр каланӑ:
47
«Хамӑр пекех Святой Сывлӑш илнӗ ҫынсене шывпа тӗне кӗртме кам чарма пултарӗ?»
48
Вӑл вара вӗсене Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗме хушнӑ. Унтан кил хуҫисем Петра хӑйсем патӗнче тата темиҫе кунлӑха юлма ыйтнӑ.
← Предыдущая
Деяния
Следующая →
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
Выбор основного перевода
Синодальный
Современный
Перевод РБО. Радостная Весть
Юбилейное издание (Свет на Востоке)
Перевод свящ. Леонида Лутковского
Церковнославянский перевод
Аварский (магӀарул мацӀ)
Азербайджанский (Azärbaycanca)
Башкирский (башҡорт теле)
Беларускі пераклад
Грузинский (ქართული ენა)
Казахский (қазақ тілі)
Кумыкский (къумукъ тил)
Осетинский (ирон æвзаг)
Таджикский (тоҷикӣ)
Татарский (татарча)
Туркменский (Türkmençe)
Узбекский (ўзбекча)
Український переклад І. Огієнка
Чеченский (нохчийн мотт)
Чувашский (чӑвашла)
American Standard
Biblia Tysiąclecia
Deutsche Luther
Ελληνική μετάφραση
King James
Română traducere
Tradução português
Traducción al español
Traduction française
Traduzione italiana
Türkçe çeviri
中文 汉译
Новый русский перевод МБО