Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Анчах та Варнавӑпа Павел апостолсем, хӑйсен ячӗпе чӳк тӑвасси ҫинчен илтсен, тарӑхнипе ҫийӗнчи тумтирӗсене ҫурса ярса, халӑх хушшине пырса кӗнӗ те ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Эй, халӑх! Мӗн хӑтланатӑр эсир? Эпир сирнешкел ҫынсемех! Эпир сире ҫак суя турӑсене ан пуҫҫапчӑр тесе, чӗрӗ Турӑ енне ҫавӑрӑнччӑр тесе вӗрентетпӗр. Чӗрӗ Турӑ тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те тата вӗсенче мӗн пуррине те пултарнӑ. Вара эпӗ ун ури умне ӳксе пуҫҫапрӑм, анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекен тӑванусем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап! Мӗншӗн тесен Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерни – пророкла каланин тӗшши пулса тӑрать».
Выбор основного перевода