Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Хӑйне хӑнана чӗннӗ фарисее Иисус ҫапла каланӑ: «Эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апат тунӑ чух тусусене, хурӑнташусене, тӑванусене тата пуян кӳршӳсене ан чӗн, мӗншӗн тесен кайран вӗсем те сана хӑнана чӗнсе тав тума пултараҫҫӗ. Пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тума шутласан эсӗ кӗлмӗҫсене, уксах-чӑлахсене, суккӑрсене чӗн. Вӗсем сана тавӑрса парайманшӑн эсӗ телейлӗ пулӑн. Уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне тавӑрса парӗҫ». Эпӗ ҫакна калани сирӗнтен пулӑшу кӗтнине пӗлтермест. Ырӑ тунине кура сирӗн тӳпери пайта ӳсессе шанса калатӑп. Хама мӗн кирлине эпӗ пӗтӗмпех илтӗм, ытлашшипех те илтӗм. Эсир Епафродитран парса янӑ парнесене илсен кӑмӑлӑм тулчӗ. Эсир парса яни – Турра юрӑхлӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пек. Хӑйӗн мухтавӗ нумай пулнӑран Турӑҫӑм сирӗн мӗн ҫитменнине Христос Иисус урлӑ парсах тӑрӗ. Хӑвӑр мӗн тунине йӑлтах ҫыншӑн мар, Хуҫа Турӑшӑн тунӑ пек пӗтӗм чун-чӗререн тӑвӑр. Турӑ сире Хӑйӗн еткерне парасса эсир пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Христос Хуҫамӑршӑн тӑрӑшатӑр. Онисифор кил-йышне Хуҫамӑр ырӑлӑх патӑрах. Эпӗ тӗрмере ларнинчен вӑтанмасӑрах Онисифор мана хавхалантарсах тӑчӗ. Унтан та ытларах, хӑй Римра чухне вӑл мана шыраса тупма пултарчӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен Хуҫамӑр ӑна Хӑйӗн ырӑлӑхне курмалла тутӑрах. Ефесра вӑл мана мӗн тери пулӑшнине эсӗ хӑвах лайӑх пӗлетӗн.
Выбор основного перевода