Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Мана: „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр!“ – тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан кӑна кӗрӗ. Унтан кӑшт аяккарах кайнӑ та ҫӗре ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Май пулсассӑн ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр». Унтан Вӑл каллех тепӗр хут аяккарах пӑрӑннӑ та ҫапла каласа кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Ҫак асап куркине Манран ирттерме май ҫуках пулсан, Манӑн ӑна ӗҫмеллех пулсан, эппин Санӑн ирӗкӳ пултӑр». ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Кӑмӑлу пулсан, ҫак асап куркине Манран ирттерсе ярсамччӗ. Ҫапах та Ман ирӗк мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр».
Выбор основного перевода