Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Хамӑн пурлӑхӑмпа хамӑн хуҫаланма ирӗк ҫук-им манӑн? Е эпӗ ырӑ пулнӑран эсӗ кӗвӗҫ куҫлӑ?“ – Мӗншӗн тесен усал шухӑшсем пурте: мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, ҫын вӗлересси, вӑрласси, ҫӑткӑнланасси, хаярланасси, улталасси, чарак ҫукки, кӗвӗҫесси, Турра хурласси, мӑнкӑмӑлланасси, ӑссӑрланасси – ҫын ӑшӗнчен, чун-чӗринчен тухаҫҫӗ. Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ санӑн куҫу таса пулсан пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ. Эсӗ таса мар куҫлӑ пулсан санӑн ӳт-пӗвӳ те тӗксӗм пулӗ. Ҫапла вара, асӑрхан: сан ӑшунти ҫутту тӗттӗм мар-и? Санӑн ӳт-пӗвӳ пӗтӗмпех ҫутӑ пулсан, пӗр пайӗ те тӗксӗм мар пулсан, вара сана ҫутаткӑҫ хӑйӗн ҫутипе ҫутатнӑ пек, санӑн пурте ҫутӑ пулӗ».
Выбор основного перевода