Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫавӑн чухне Петр Иисусран пырса ыйтнӑ: «Хуҫам, хама усал тунӑ ӗненекен тӑванӑма ман миҫе хутчен каҫармалла? Ҫичӗ хутчен-и?» «Ҫичӗ хутчен теместӗп, ҫичӗ хут ҫитмӗл таранах тетӗп, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ҫакна Эпӗ акӑ мӗншӗн калатӑп: Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫак ытарлӑх евӗрлӗ. Пӗр патша чурисен парӑмне тӗрӗслеме шухӑш тытнӑ. Хайхискер парӑм укҫи шутла пуҫласан, ун патне вунӑ пин талант парӑмлӑ пӗр ҫынна илсе пынӑ. Парӑмне тӳлесе татма укҫи пулманран патша чурине хӑйне те, унӑн арӑмӗпе ачисене те, мӗн пур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ. Ҫакна пӗлсен ҫав чура ун умне ӳксе тархасланӑ: „Патшам! Мана усал ан тусам, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп“. Патша вара ҫав чурана хӗрхеннӗ те, ирӗке кӑларса, парӑмне каҫарнӑ. Анчах та патша патӗнчен тухнӑ-тухманах ҫак чура юлташне тӗл пулнӑ. Юлташӗ ӑна нумаях та мар, ҫӗр динарийлӗх парӑмлӑ пулнӑ. Хайхи чура ӑна ҫулса илнӗ те: „Парӑмна тавӑрса пар!“ – тесе пӑва пуҫланӑ. „Мана усал ан тусам, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп“, – тесе тархасланӑ юлташӗ ун умне ӳксе. Чура ун сӑмахӗсене итлесшӗн те пулман, парӑмне тӳлесе татиччен ӑна тӗрмене тытса хуптарнӑ. Ҫакна курса тӑнӑ ытти юлташӗсем хуйха ӳкнӗ. Вӗсем патша патне кайнӑ та пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫинчен йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Патша вара хайхи чурана чӗнтерсе ҫапла каланӑ: „Эй, усал чура! Эсӗ мана тархасларӑн та, эпӗ санӑн пӗтӗм парӑмна каҫартӑм. Эп сана каҫарнӑ пекех санӑн та юлташна каҫармалла марччӗ-и вара?“ Ҫилли тулса ҫитнипе патша ҫав чурана асаплантаракансен аллине панӑ та пӗтӗм парӑмне тӳлесе татичченех тертлентерме хушнӑ. Ҫылӑха кӗнӗ тӑванӑрсене чӗререн каҫармасан Ҫӳлти Аттем те сирӗнпе ҫаплах тӑвӗ».
Выбор основного перевода