Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Ҫавӑнпа Эпӗ сире калатӑп, – тенӗ Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене, – чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр. Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке тумтиртен пахарах! Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ, вырмаҫҫӗ; вӗсен ампарӗ те, кӗлечӗ те ҫук, ҫапах вӗсене Турӑ тӑрантарать. Эсир вӗҫен кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах! Хӑй тӑрӑшнипе сирӗнтен хӑшӗ шит чухлӗ те пулин ӳсме пултарайӗ? Ҫапла вара, пӗчӗкҫӗ ӗҫе те тӑваймастӑр пулсан, ыттишӗн мӗн кулянатӑр эппин? Чечексем епле ӳснине сӑнӑр-ха. Вӗсем тертленсе ҫип арламаҫҫӗ, анчах та сире акӑ мӗн калатӑп: тем тери чаплӑ пулнӑ пулин те, Соломон патша пӗр хир чечекӗ чухлӗ те тумланайман. Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и? Ҫапла вара, мӗн ӗҫес-ши, мӗн ҫиес-ши тесе ан тӑрмашӑр, ан пӑшӑрханӑр. Ҫавсемшӗн пуриншӗн те ҫак тӗнче ҫыннисем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл япаласем сире кирлине вара Ҫӳлти Аҫӑр ахалех пӗлсе тӑрать. Эсир чи малтан Турӑ Патшалӑхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ. Вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа та хӑвӑр хуйха Ӑна шанса парӑр. Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр. Мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлекен ҫынсемшӗн Турра хисеплени, чӑнах та, пысӑк пуянлӑх. Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пӑрахмӑп, Эпӗ сана хӑвармӑп».
Выбор основного перевода