Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ». Пророка пророк пулнишӗн хапӑл тӑвакан пророкпа танах сӑвап илӗ. Тӳрӗлӗхлӗ ҫынна тӳрӗ пурӑннишӗн хапӑл тӑвакан та тӳрӗлӗхлӗ ҫынпа танах сӑвап илӗ. Чӑн калатӑп сире: кам ҫак кӗҫӗннисенчен пӗрне Ман вӗренекенӗм пулнӑшӑн пӗр курка та пулин сивӗ шыв ӗҫтерет, вӑл илес сӑвапне ҫухатмӗ». Тӑвакан мӗн пур ӗҫӗсене те вӗсем ҫынсене кӑтартма ҫеҫ тӑваҫҫӗ: сыхлӑх хӑюсене сарлакалатсах пыраҫҫӗ, аркӑ вӗҫӗнчи ҫӳҫисене те вӑрӑмлатсах пыраҫҫӗ. Камӑн ӗҫӗ вут витӗр тухайӗ, ҫав сӑвапа тивӗҫ пулӗ.
Выбор основного перевода