«Турра кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул. Пурте курччӑр тесе, вӗсем синагогӑсенче, урам тӑваткалӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.
Тӑвакан мӗн пур ӗҫӗсене те вӗсем ҫынсене кӑтартма ҫеҫ тӑваҫҫӗ: сыхлӑх хӑюсене сарлакалатсах пыраҫҫӗ, аркӑ вӗҫӗнчи ҫӳҫисене те вӑрӑмлатсах пыраҫҫӗ.