Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус, – кам та кам Маншӑн тата Ырӑ Хыпаршӑн е кил-ҫуртне, е тӑванӗсене, е ашшӗ-амӑшне, е арӑмне, е ачисене, е ани-ҫаранне хӑварать, ҫавӑ халех, ҫак хӗсӗрлев саманинчех кил-ҫуртне те, тӑванне те, ашшӗ-амӑшне те, ачисене те, ани-ҫаранне те ҫӗр хут ытларах илӗ. Лери пурӑнӑҫра вара вӑл ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхлӗ пулӗ. Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: кам та кам хӑйӗн кил-ҫуртне е ашшӗ-амӑшне, е тӑванӗсене, е арӑмне, е ачисене Турӑ Патшалӑхӗшӗн пӑрахать, вӑл кунти пурӑнӑҫрах чылай ытларах илӗ. Лери пурӑнӑҫра вара ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхлӗ пулӗ».
Выбор основного перевода