Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ытти ҫынсенчен йӗрӗнсе, эпир кӑна тӳрӗ пурӑнатпӑр тесе шутлакансене Иисус ҫакӑн пек ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: «Икӗ ҫын Турӑ Ҫуртне кӗлтума кӗнӗ: пӗри фарисей пулнӑ, тепри – налук пухакан. Фарисейӗ тӑнӑ та хӑй ӑшӗнче ҫапла кӗлтунӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Тавтапуҫ Сана, эпӗ ӗнтӗ вӑрлакан, кӳрентерекен, мӑшӑрӗсене улталакан ытти ҫынсем пек мар. Акӑ ҫак налук пухакан пек те мар. Эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, хам ӗҫлесе илнинчен вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑп“. Налук пухаканӗ кӑна пуҫне ҫӗклеме те хӑяймасӑр аякра тӑнӑ. Вӑл хуҫӑк кӑмӑлпа каланӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Хӗрхен мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“ Чӑн калатӑп сире: ҫак ҫын килне фарисейран ытларах тӳрре тухса тавӑрӑнӗ. Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫав кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ». Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ – Эпӗ. Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ. Вӗсен ӗнтӗ текех нихӑҫан та хырӑмӗ выҫмӗ, ӑшӗ те хыпмӗ. Вӗсене нимӗнле хӗвел те, шӑрӑх та пӗҫертмӗ. Мӗншӗн тесен престол умӗнчи Путек вӗсен кӗтӳҫи пулӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗпе тапса тӑракан ҫӑлкуҫсем патне ертсе кайӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ».
Выбор основного перевода