Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗлӗхли килессине малтанах каласа хунӑ пророксене вӗсем вӗлернӗ. Халӗ эсир Ӑна Хӑйне тытса парса вӗлертӗр! Иудейсем Иисус Хуҫамӑрпа Унӑн пророкӗсене вӗлернӗ. Пире те вӗсем хӑваласа кӑларса ячӗҫ. Вӗсем Турӑшӑн та юрӑхсӑр, пӗтӗм халӑха та хирӗҫлеҫҫӗ. Ӗненӗве пула ҫав ҫынсем патшалӑхсене ҫӗнтернӗ, тӳрӗлӗхлӗ пурӑнӑҫ тунӑ, Турӑ шантарнине илме пултарнӑ. Вӗсем арӑслансене йӑвашлатнӑ, хаяр вут-ҫулӑма сӳнтернӗ, хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ, халсӑрскерсем вӑй илнӗ, вӑрҫӑра паттӑр пулнӑ, тӑшман ҫарӗсене хӑваласа янӑ. Вилнисене, чӗртсе тӑратса, хӗрарӑмсене тавӑрса панӑ. Хӑшӗ-пӗрисем, Турӑшӑн вилмеллех асап курнисем, лайӑхрах пурӑнӑҫшӑн чӗрӗлсе тӑрас тесе, сӗннӗ ирӗклӗхе те йышӑнман. Теприсене тата мӑшкӑлланӑ, хӗненӗ, сӑнчӑрласа тӗрмене хупнӑ. Вӗсене чулпа пере-пере вӗлернӗ, пӑчкӑпа татнӑ, асаплантарнӑ, хӗҫпе вӗлернӗ. Вӗсем, сурӑх е качака тирӗсем пӗркенсе ярса, ӗмӗрӗсене ҫапкаланса ҫӳресех ирттернӗ, ҫити-ҫитми, хӗн-хурлӑ, ҫын кулли пулса пурӑннӑ. Вӗсен, тӗнчерен те аслӑ ҫынсен, пуш хирсемпе сӑрт-тусем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме, ҫӗр хӑвӑлӗсемпе хушӑкӗсенче пурӑнма тивнӗ. Эй, тӑвансемӗр! Асапсене тӳсмешкӗн, чӑтӑмлӑ пулмашкӑн эсир Хуҫамӑр ячӗпе калаҫнӑ пророксенчен тӗслӗх илӗр.
Выбор основного перевода